Паян ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумне Борис Марковцева ӗҫрен кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе, Александр Кондратьев министр ӗҫрен кайнӑранпа, вӑл министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Палӑртмалла: Борис Марковцев министерствӑра 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кӑҫалтан - министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Унччен маларах Раҫҫейри Промышленноҫ министерствинче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
«На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, министр ҫумне ӗҫрен кӑларни ӑна тунтикунран министра куҫарассипе ҫыхӑнма пултарать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн заместителӗ пулма 41 ҫулти Денис Зибарева шаннӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ пукан кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушаннӑ. Ун чухне ҫав должноҫрен Елена Скворцова кайнӑ. Асӑннӑ вырӑна йышӑнма тивӗҫ ҫынна ҫур ҫултан ҫеҫ тупайнӑ.
Денис Борисович Мускаври патшалӑхӑн социаллӑ университетӗнчен психолог пулма вӗренсе тухнӑ. 2012 ҫултанпа «Социаллӑ пурнӑҫпа ӗҫ технологийӗсен корпорацийӗ» обществӑн стратегилле аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен директорӗ, ӗҫ тӑвакан директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. РФ Шутлав палатин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче те тимленӗ.
Чӑваш Енре тата тепӗр пуҫлӑха ӗҫрен кӑларнӑ.
«Чӑваш Республикин Общество палатин аппарачӗ» хысна учрежденийӗн ертӳҫине Артём Йовенкӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Артём Романовича ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен.
«Чӑвашэнерго» ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнченпе хуҫасӑр. Унччен ку тивӗҫе Андрей Константинов пурнӑҫланӑ.
Директор пуканне йышӑнакан халӗ тупӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Илья Ионочкин йышӑннӑ. Вӑл унччен Строительство министерствинче 2 ҫул ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулнӑ. Малтан «Россети Северный Кавказ» ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2020 ҫулта «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ.
Министерствӑра Илья Ионочкин утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн.
Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Тоцкие ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Сергей Иванович ҫак должноҫе 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Сергей Тоцкий Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗнче, унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов паян ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки вӑл "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Александр Осипов ку должноҫре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унччен вӑл "Сӗнтӗр" ЯХПКра тӗрлӗ должноҫре, общество тата коммерци организацийӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӗп специалистра, "Спартак" спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче юлашки кунсенче кадр улшӑнӑвӗсем ҫине-ҫинех пулса пычӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен кӑларнӑ. Кунта сӑмах Илья Ионочкин пирки пырать.
Илья Олеговича ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов алӑ пуснӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ.
Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ.
Шупашкарти кадет корпусне директор кирлӗ.
Атӑлҫи федераци округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне директор кирли пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсене ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Кандидатӑн ятарлӑ программа ҫырса хатӗрлемелле. Конкурса ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |